+28 °С
Пӗлӗтлӗ


Паян Рима Баталова ячӗллӗ спорт хатӗрленĕвӗн центрӗнче хӑлха илтмен спортсменсен ӑмӑртӑвӗ пуҫланнă. Баттерфляй, брасс, ҫурӑмпа ишни тата ирӗклӗ стиль дисциплинӑсемпе июлӗн 7-мӗшӗччен иртӗ, - пӗлтернӗ ПР Спорт министерствин пресс-служби.
Раҫҫей Кубокне хутшӑнакансене Пушкӑрт спорт ведомствин пуҫлӑхӗ Руслан Хабибов саламланӑ. Вӑл ишекенсене ӑнӑҫлӑ стартсем, асран кайми туйӑмсем суннă.
Ӑмӑртӑва Раҫҫейри 35 субъектӗнчи 160 спортсмен, ҫавӑн пекех Беларуҫ Республикинчи атлетсем хутшӑнаҫҫӗ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: ПР Спорт министерствин пресс-служби.