Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СПОРТ
1 Августӑн 2022, 20:37

Уфана ӗҫ визичӗпе РФ спорт министрӗн пӗрремӗш заместителӗ килнĕ

Кĕсменлĕ слалом валли сооруженисем тӑвакан комплекс пӗрремӗш точка пулса тӑнă.

Уфана ӗҫ визичӗпе РФ спорт министрӗн пӗрремӗш заместителӗ килнĕ
Уфана ӗҫ визичӗпе РФ спорт министрӗн пӗрремӗш заместителӗ килнĕ

Ĕç визичĕ йĕркипе Пушкӑртстана РФ спорт министрӗн пӗрремӗш заместителӗ Азат Кадыров килнĕ.
Кĕсменлĕ слалом валли сооруженисем тӑвакан комплекс пӗрремӗш точка пулса тӑнă. Ӗҫсем Теплое кӳллӗн кӑнтӑр пайӗнче пыраҫҫӗ, унта строительство валли пур енчен те лайӑх условисем пур.
Комплекс стартпа финиш бассейнӗсене, 250 метр тӑршшӗ 1,75 метр тарăнăш ӑмӑрту-тренировка каналне тата ҫавӑн пекех хушма ҫурт-йӗрсене, склада, килсе кĕрекен ҫулне тата 300 метр тӑршшӗ ҫыран хӗррисене тӑвассине тума палӑртнӑ. Гидротехника сооруженийӗсемпе усӑ курса, ту ҫинчи юханшыв ҫинчи пек кӗрлесе тӑракан шыв эффектне тӑвӗҫ. Кӗсменлӗ канал Теплое кӳлле Уфа юханшывӗпе пӗрлештерĕ.
"Башинформ" информацийĕпе.

Уфана ӗҫ визичӗпе РФ спорт министрӗн пӗрремӗш заместителӗ килнĕ
Уфана ӗҫ визичӗпе РФ спорт министрӗн пӗрремӗш заместителӗ килнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: