Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СПОРТ
5 Августӑн 2022, 17:57

Пушкӑрт спортсменки Раҫҫей МЧС чемпионатӗнче пӗрремӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ

Ӑмӑртусем ҫӗр метр тӑршшӗ чӑрмавсем, двоеборье, пушар эстафети тата боевой сарӑмлӑх дисциплинăсемпе иртеҫҫӗ.

Пушкӑрт спортсменки Даяна Нафикова Раҫҫей МЧС чемпионатӗнче пушарпа ҫӑлав спорчӗ енӗпе пӗрремӗш вырӑн йышӑннă. Хӗре "Штурмовой пусма" дисциплинӑри вӑтам ушкăнра чи лайӑххи тесе йышӑннӑ.
Даянӑсӑр пуҫне, аслӑ ушкӑнри ҫамрӑксем хушшинче çак дисциплинӑрах Максим Луценко иккӗмӗш вырӑн йышӑннă. Кӗҫӗн ушкăнри Эстелла Токарева ҫӗр метрлӑ чӑрмавсем урлӑ каҫса виҫҫӗмӗш пулнă.
Аса илтеретпӗр, Оренбургра Раҫҫей МЧСĕн пушарпа ҫӑлав спорчӗ енӗпе чемпионат тата первенстви пырать.
Ӑмӑртусем ҫӗр метр тӑршшӗ чӑрмавсем, двоеборье, пушар эстафети тата боевой сарӑмлӑх дисциплинăсемпе иртеҫҫӗ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Пушкӑртстанри МЧС.

Пушкӑрт спортсменки Раҫҫей МЧС чемпионатӗнче пӗрремӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ
Пушкӑрт спортсменки Раҫҫей МЧС чемпионатӗнче пӗрремӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: