Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СПОРТ
9 Августӑн 2022, 09:53

Уфа ҫӑмӑл атлечĕ чăрмавлă виçĕ ҫухрӑма тӗнче чемпионӗнчен хӑвӑртрах чупса тухнă

Тĕплĕнрех сайтра вулăр.

Уфа ҫӑмӑл атлечĕ чăрмавлă виçĕ ҫухрӑма  тӗнче чемпионӗнчен хӑвӑртрах чупса тухнă
Уфа ҫӑмӑл атлечĕ чăрмавлă виçĕ ҫухрӑма тӗнче чемпионӗнчен хӑвӑртрах чупса тухнă

Олимп резервӗн 21-мĕш спорт шкулӗн воспитанникӗ Эдуард Батыршин ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫей чемпионачӗн кӗмӗл призерӗ пулса тӑнă, пӗлтернӗ "Спортивный Башкортостан" телеграм-каналӗ.
Эдуард Батыршин чӑрмавсемпе 3000 метр дистанцие 8:23 минутра чупса тухнӑ. Чемпионат ҫӗнтерӳҫи - Максим Якушев (Свердловск облаҫӗ), унӑн результачӗ 8:21 минут.
Палӑртса хӑвармалла, 2022 ҫулхи тĕнче чемпионӗнчен Суфиан Эль-Баккали марокканецран (вăл çав дистанцинех Юджинта 8:25 минутра иртнĕ), икӗ атлет та дистанцие шепрех чупса тухнă.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: Видео скриншотӗнчен.

 

Уфа ҫӑмӑл атлечĕ чăрмавлă виçĕ ҫухрӑма  тӗнче чемпионӗнчен хӑвӑртрах чупса тухнă
Уфа ҫӑмӑл атлечĕ чăрмавлă виçĕ ҫухрӑма тӗнче чемпионӗнчен хӑвӑртрах чупса тухнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: