Çутă çул
+9 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
СПОРТ
10 Августӑн 2022, 12:54

Пишпÿлексем «Геройсен гонкине» кайма хатĕрленеççĕ

Командăна комплектланă. Вĕсене ăнăçу сунатпăр.

Пишпÿлексем «Геройсен гонкине» кайма хатĕрленеççĕ
Пишпÿлексем «Геройсен гонкине» кайма хатĕрленеççĕ

Августӑн 13-мӗшӗнче "Патриот" паркра патшалӑх тата муниципалитет служащийӗсем хушшинче "Гонка героев" пулӗ. Чишма районӗнчи "Патриот" парк территорийӗнче патшалӑх тата муниципалитет служащийӗсем хушшинче "Гонка героев" иртӗ.

Кун пирки республикӑн спорт министрӗ Руслан Хабибов Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров регион Правительствинче ирттернӗ оперативлӑ канашлура пӗлтернӗ.

– Патшалӑх тата муниципалитет служащийӗсен 107 команди Физкультурник кунӗ "Патриот" парк трассинче ӑмӑртӗҫ. Кунсӑр пуҫне унтах ача-пӑча командисем хушшинче «Оранжевый мяч» урамри ӑмӑртусен регионти тапхӑрӗ иртӗ. Ӑна хутшӑнакансем 3 500 баскетбол мечӗкне парнене илӗҫ, – терӗ Руслан Хабибов.

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ республикӑри влаҫ органӗсен ертӳҫисене «Гонка героев» ăмăртăва хастар хутшӑнма хушнӑ.

МИХ информацийĕпе.

Пишпÿлексем «Геройсен гонкине» кайма хатĕрленеççĕ
Пишпÿлексем «Геройсен гонкине» кайма хатĕрленеççĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: