+3 °С
Уҫҫӑнах
Пушкӑрт биатлонисчӗ Антон Бабиков ҫуллахи биатлонри Туслăх пĕрлешĕвĕн Кубокĕн ӑмӑртӑвӗнче ҫӗнтернӗ. Дистанцие вунă ҫухрӑма вăл, огневой рубежсенче пӗр йӑнӑш та тумасăр, 23 минут та 44,4 ҫеккунтра иртнĕ, пӗлтернӗ ПР Спорт министерствинче.
Иккӗмӗш вырӑна Пекинри хӗллехи Олимп вӑййисен призерӗ Пушкӑртсен тепӗр представителӗ Эдуард Латыпов йышӑннă, вӑл ҫӗнтерӳҫӗрен 28,9 ҫеккунта кая юлнă.
Алексей Вагин, выртнӑ ҫӗртен пенĕ чухне пӗр осечка туса, виҫçĕмĕш призер пулнă.
Аса илтеретпӗр, ҫуллахи биатлон тӑрӑх Туслӑх PARI Кубокӗ паян Сочире стартланӑ, августӑн 28-мӗшӗччен тӑсӑлӗ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: ПР Спорт министерстви.