Çутă çул
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СПОРТ
4 Ноябрӗн 2022, 12:11

Районта ветерансен фестивалӗ иртнӗ

Фестивале хутшӑнакансене Пишпÿлек район администраци пуҫлӑхӗ Артур Зарипов саламланă.

Районта ветерансен фестивалӗ иртнӗ
Районта ветерансен фестивалӗ иртнӗ

Пишпÿлекри "Парус" спорт шкулĕнче районти ял совечĕсен аслӑ ӑру представителӗсене ветерансен фестивальне пухнă. Ял тӑрӑхӗсенчен тӑватшарӑн хутшӑнакансем вырӑнтан сикессипе, дартспа, ишессипе, мечӗке карçынккана ывӑтассипе чи лайӑххисем пулма пултарассишӗн кӗрешнĕ. Фестивале хутшӑнакансене Пишпÿлек район администраци пуҫлӑхӗ Артур Зарипов саламланă.
Фестиваль командӑсен кӑтартӑвӗнчен пуҫланнă, унта хутшӑнакансем командӑсен девизӗпе юррисене кăтартса панă.
Хӗрӳллӗ ӑмӑртура чи лайӑххисене палӑртнă. Команда зачетĕнче Аит ял тӑрӑхӗн ветеранӗсем виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннă; Пишпÿлек ял тӑрӑхӗн ветеранӗсен команди иккӗмӗш вырӑнта; пӗрремӗш вырӑна Калинин ял совечӗн ветеранӗсем ҫӗнсе илнĕ. Хутшăннă командăсем пурте район администрацийӗн пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе тата кадр енӗпе ӗҫлекен заместителӗ Алексей Данилов аллинчен грамотӑсем, медальсем тата асӑнмалӑх парнесем илнӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.

Районта ветерансен фестивалӗ иртнӗ
Районта ветерансен фестивалӗ иртнӗ
Районта ветерансен фестивалӗ иртнӗ
Районта ветерансен фестивалӗ иртнӗ
Районта ветерансен фестивалӗ иртнӗ
Районта ветерансен фестивалӗ иртнӗ
Районта ветерансен фестивалӗ иртнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: