Çутă çул
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СПОРТ
7 Ноябрӗн 2022, 20:07

Пишпÿлекре арҫынсен командисем хушшинче мини-футбол ӑмӑртӑвӗсем иртнĕ

Çӗнтерӳҫӗ  Пишпÿлекри "Портовый город" команда пулса тӑнă.

Пишпÿлекре арҫынсен командисем хушшинче мини-футбол ӑмӑртӑвӗсем иртнĕ
Пишпÿлекре арҫынсен командисем хушшинче мини-футбол ӑмӑртӑвӗсем иртнĕ

2022 ҫулхи ноябрӗн 5-мӗшӗнче Пишпÿлекри "Парус" спорт шкулӗнче арҫынсен командисем хушшинче мини-футбол ӑмӑртӑвӗсем иртнĕ, вӗсене Халӑх пӗрлӗхӗн кунне халалланӑ. Ӑмӑртусене çичĕ команда хутшӑннӑ. Командӑсене икӗ ушкӑна уйӑрнӑ, унта вӑйӑсем ҫаврăм системипе иртнĕ. Ӑмӑртусен пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх 3-мӗш вырӑна Хушăлка команди йышӑннă, иккӗмӗш вырӑна хӑнасем - Пелепей команди "Десна" йышӑннă, ну, ҫӗнтерӳҫӗ вара Пишпÿлекри "Портовый город" команда пулса тӑнă. Ҫӗнтерӳҫӗ тата призерсем Пишпÿлек район администрацин грамотисем, медальсемпе кубок илнӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.

Пишпÿлекре арҫынсен командисем хушшинче мини-футбол ӑмӑртӑвӗсем иртнĕ
Пишпÿлекре арҫынсен командисем хушшинче мини-футбол ӑмӑртӑвӗсем иртнĕ
Пишпÿлекре арҫынсен командисем хушшинче мини-футбол ӑмӑртӑвӗсем иртнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: