Çутă çул
-5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СПОРТ
7 Ноябрӗн 2022, 19:49

Пушкӑртстанри вуннӑмӗш класра вӗренекен хӗрача пиҫиххипе кӗрешекенсен тӗнче первенствинче ылтӑн ҫӗнсе илнӗ

Тĕплĕнрех - сайтра.

Белорецк районӗнчи Абзаково ялӗнчи вуннӑмӗш класра вӗренекен Эвелина Юмагулова пиҫиххипе кӗрешекенсен тӗнче первенствинче чи лайăххи пулса тӑнă. 15-17 ҫулхи çамрӑксемпе хӗрсен ӑмӑртӑвӗ Хусанта иртнӗ. Савӑнӑҫлӑ хыпара район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Иванюта пӗлтернӗ.
Пиҫиххисемпе кӗрешме шкул ачи пиллӗкмӗш класран пуҫласах Салават Даутов тренер ертсе пынипе вӗренме пуҫланӑ. Республикӑри пиҫиххисемпе кӗрешекен ӑмӑртусен ҫӗнтерӳҫи пулни Эвелинӑна Пушкӑртсен пӗрлештернӗ командин йышне кӗме май панă.
Пӗлтӗр спортсменка тӗнче первенствине пӗрремӗш хут хутшӑннă та унта пиллӗкмӗш вырӑн йышӑннă. Кӑҫал вара ылтӑн ҫӗнсе илме пултарнă.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: Андрей Иванюта/vk.com.

Пушкӑртстанри вуннӑмӗш класра вӗренекен хӗрача пиҫиххипе кӗрешекенсен тӗнче первенствинче ылтӑн ҫӗнсе илнӗ
Пушкӑртстанри вуннӑмӗш класра вӗренекен хӗрача пиҫиххипе кӗрешекенсен тӗнче первенствинче ылтӑн ҫӗнсе илнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: