Çутă çул
+1 °С
Юр
Пур хыпар та
СПОРТ
10 Ноябрӗн 2022, 20:33

Пушкӑртстанра СНГ хутшӑнакансен шкул спорчӗн Пӗтӗм тӗнчери фестивалӗ пӗрремӗш хут иртӗ

Тĕплĕнрех сайтра вулăр.

Пушкӑртстанра СНГ хутшӑнакансен шкул спорчӗн Пӗтӗм тӗнчери фестивалӗ пӗрремӗш хут иртӗ
Пушкӑртстанра СНГ хутшӑнакансен шкул спорчӗн Пӗтӗм тӗнчери фестивалӗ пӗрремӗш хут иртӗ

Ноябрӗн 9-мӗшӗнче республика Правительствин Ҫуртӗнче СНГ хутшӑнакансен шкул спорчӗн Пӗтӗм тӗнчери IX фестивальне ирттерме хатӗррине сӳтсе явнă. Ҫак мероприятие хатӗрленес тата ирттерес енӗпе ӗҫлекен организаци комитечӗн пысӑк ларӑвне Правительствӑн Премьер-министрӗн ҫумӗ Ирек Сагитов ирттернӗ. Мероприяти ирттересси ҫинчен калакан килӗшӗве Петербургри Пӗтӗм тӗнчери экономика форумӗнче Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров тата Пӗтӗм Раҫҫей федерацийӗн шкул спорчӗн президенчӗ, Патшалӑх Думин депутачӗ, олимп чемпионки Ирина Роднина алӑ пуснӑ. Фестиваль хӑй ноябрӗн 14-мӗшӗнчен пуҫласа 19-мӗшĕччен Уфара пулӗ.
Республикӑн спорт министрĕ Руслан Хабибовӑн информацийӗ тӑрӑх, хатӗрлев мероприятийӗсене пурне те тулли калӑпӑшпа ирттернӗ. Фестиваль шайӗнче çак спорт тӗсӗсем: мини-футбол, волейбол, 3х3 баскетбол, сӗтелҫи теннисĕ, бадминтон, шахмат ӑмӑртӑвӗсем иртеҫҫӗ.
Ҫавӑн пекех фестивалĕн йĕркелÿ комитечӗн ларӑвӗнче хӑрушсӑрлӑха тивӗҫтерес, ҫав шутра пушар, медицинăпа тивӗҫтерес, хутшӑнакансене вырнаҫтарас тата апатлантарас ыйтусене пӑхса тухнă.
МИХ социаллă сетьри страницинчен.

 

 

Пушкӑртстанра СНГ хутшӑнакансен шкул спорчӗн Пӗтӗм тӗнчери фестивалӗ пӗрремӗш хут иртӗ
Пушкӑртстанра СНГ хутшӑнакансен шкул спорчӗн Пӗтӗм тӗнчери фестивалӗ пӗрремӗш хут иртӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: