Çутă çул
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СПОРТ
13 Ноябрӗн 2022, 14:36

Пишпÿлекре курэшпе ăмăртусем иртнĕ

Кун пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх Пишпÿлек районӗн спортсменӗсен пӗрлехи команди очкосен шучӗпе ҫӗнтернĕ.

Пишпÿлекре курэшпе ăмăртусем иртнĕ
Пишпÿлекре курэшпе ăмăртусем иртнĕ

Шкул ачисен XXV Спартакиадин курэшпе кӗрешекенсен зонӑри ӑмӑртусем Пишпÿлекри "Парус" спорт шкулӗнче иртнĕ. Унта Альшей, Пишпÿлек тата Буздяк районӗсен кӗрешӳҫисем хутшӑннă. Уҫнӑ церемоние Пишпÿлек район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Артур Зарипов хутшӑннӑ. Ӑмӑртусем пуҫланас умӗн вӑл кашни ҫамрӑк спортсменăн аллине чӑмӑртанă, салам сӑмахĕ каланă.
Виҫĕннĕ хыҫҫӑн хӗрӳ тытӑҫусем пуҫланнă. Кашни ҫамрӑк ҫӗнтерме тăрăшнă, анчах та, ҫине тӑрса хатĕрленни, вӑй-хӑват тата ӑсталӑх ӑмӑртусен хуҫисене ҫĕнтерÿ кӳнӗ. Кун пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх Пишпÿлек районӗн спортсменӗсен пӗрлехи команди очкосен шучӗпе ҫӗнтернĕ. Иккӗмӗш вырӑнта Буздяк районӗн спортсменӗсем, виҫҫӗмӗшӗнче - альшейсем.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.

Пишпÿлекре курэшпе ăмăртусем иртнĕ
Пишпÿлекре курэшпе ăмăртусем иртнĕ
Пишпÿлекре курэшпе ăмăртусем иртнĕ
Пишпÿлекре курэшпе ăмăртусем иртнĕ
Пишпÿлекре курэшпе ăмăртусем иртнĕ
Пишпÿлекре курэшпе ăмăртусем иртнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: