

2022 ҫулхи ноябрӗн 12-мӗшӗнче Йăлпăлактамак ялӗнчи вӑтам шкулта Украинӑра ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне вилнӗ Рамзаль Нафикова асӑнса вӗренекенсем хушшинче волейбол турнирӗ иртнӗ. Турнирта Рамзаль тӑванӗсем, Йăлпăлактамак ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Расиф Нигметзянов, тусӗсемпе ял ҫыннисем пулнӑ.
Ӑмӑртусене çичĕ команда хутшӑннӑ. Командӑсем икӗ ушкӑна пайланса ҫаврăм системипе вылянă. Турнир пӗтӗмлетӗвӗсем тăрăх турнир чемпионӗ Пишпÿлекри 1-мĕш вӑтам шкул ачисен команди пулнă, 2-мӗш вырăнта Ф. Карим ячĕллĕ Аитри вăтам шкул команди, турнир хуҫисем Йăлпăлактамакри вăтам шкулăн команди 3-мĕш вырӑнта пулса тӑнă. Турнир ҫӗнтерӳҫисем район администрацийӗн кубокне, медальне тата грамотине илнӗ. Пишпÿлекри 1-мĕш вӑтам шкул ачисен командине Рамзаль тӑванӗсем волейбол мечӗкӗ парнеленӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.