Çутă çул
+10 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СПОРТ
17 Ноябрӗн 2022, 20:13

Пушкӑртстанри ҫӑмӑл атлетсем Хусанта иртекен Пӗтӗм Раҫҫей ӑмӑртăвĕсенче пилĕк ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ

Тĕплĕнрех сайтра вулăр.

Пушкӑртстанри ҫӑмӑл атлетсем Хусанта иртекен Пӗтӗм Раҫҫей ӑмӑртăвĕсенче пилĕк ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ
Пушкӑртстанри ҫӑмӑл атлетсем Хусанта иртекен Пӗтӗм Раҫҫей ӑмӑртăвĕсенче пилĕк ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ

Пушкӑртри çӑмӑл атлетсем Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ тренерне Юрий Красильникова асӑнса Пӗтӗм Раҫҫейри ҫӑмӑл атлетика ӑмӑртӑвӗсенче пилĕк ылтӑн, тăватă кӗмӗл тата пĕр бронза медаль ҫӗнсе илнӗ.
Ӑмӑрту Хусанта иртнӗ. Унта 20 ҫула ҫитнӗ 1300 ытла спортсмен хутшӑннӑ. Виҫӗ кун хушшинче ӑмӑртусенче 74 комплект награда вылятнă.
Хӗрсен спринтӗнче (16 ҫулта) Ирина Елисова чи лайӑххи пулнӑ. Ирина 1500 тата 3000 метр дистанцисенче ылтӑн дубль тунӑ.
Яш-кӗрӗм хушшинче (18 ҫул) 800 метрлӑ дистанцире Анвар Салиев виҫҫӗмӗшӗ пулнӑ, 3000 метр тӑршшӗнче Виктор Яншаевпа никам та танлашайман.
Хӗрсем хушшинче (20 ҫул) 800 метрлӑ дистанцире иккӗмӗшӗ Аделина Нигматуллина пулса тӑнă.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: ПР Спорт министерстви.

Пушкӑртстанри ҫӑмӑл атлетсем Хусанта иртекен Пӗтӗм Раҫҫей ӑмӑртăвĕсенче пилĕк ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ
Пушкӑртстанри ҫӑмӑл атлетсем Хусанта иртекен Пӗтӗм Раҫҫей ӑмӑртăвĕсенче пилĕк ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: