-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Шашкӑлла выляни логика шухăшне хӑнӑхтарать, анализ тума тата нумай вӑхӑт хушши ӑс-хакӑл туртӑмне аталантарать, чӑрмавсене ҫӗнтерсе пыма вӗрентет, чӑтӑмлӑха, ӑс-хакӑла, ҫирӗплӗхе, ҫӗнтерӗве ҫирӗп тытма, ытти паха енсене аталантарать. Пишпÿлекри ача-пӑча пултарулӑх центрӗн "Веселые шашки" (педагогĕ О.Ю.Михайлова) вӗренекен пӗрлешӳри вĕренекенсем майӗпен ӑс-тӑнӑн чи авалхи вӑййин никĕсĕсене хӑнӑхса пыраҫҫӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри ача-пӑча пултарулӑх центрӗн социаллă сетьри страницинчен.