Çутă çул
+21 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СПОРТ
21 Ноябрӗн 2022, 21:02

Марсель Кашапов воин-интернационалиста асӑнса ирттернĕ турнир волейбол баталийӗсенче вӗҫленнӗ

Кӑҫал ӑмӑрту 25-мĕш хут иртет. Юбилей ҫулӗнче турнира сакӑр команда хутшăннӑ.

Марсель Кашапов воин-интернационалиста асӑнса ирттернĕ турнир волейбол баталийӗсенче  вӗҫленнӗ
Марсель Кашапов воин-интернационалиста асӑнса ирттернĕ турнир волейбол баталийӗсенче вӗҫленнӗ


Турнир Елена Давыдова ертсе пыракан "ШУТ" ачасен хореографи студин композицинчен пуҫланнӑ. Малалла спорт уявӗн хӑнисем турнирта вылякансене саламланă, спорт ҫӗнтерӗвӗсем суннă. Спонсор тата турнирӑн тĕп хавхалантаруҫи Рустам Бадретдинов турнир мĕнле пуçланса кайни ҫинчен каласа кӑтартнӑ, сувенир атрибутикине командӑсене панӑ.
Кӑҫал ӑмӑрту 25-мĕш хут иртет. Юбилей ҫулӗнче турнира сакӑр команда хутшăннӑ. Вӑйӑсем ҫаврăм системипе икӗ ушкӑнпа иртнĕ. Финала тухма правӑшӑн Альшей, Пишпÿлек районӗсен, Белебей, Октябрьски, Давлекан, Туймаза, Уфа хулисен тата Дюсян ялӗн командисем икӗ волейбол площадкинче кӗрешнӗ.
Кун пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх виҫҫӗмӗш вырӑна Туймазă команди, иккӗмӗш вырӑна Пишпÿлек районӗн команди, пӗрремӗш вырӑна Дюсян ялӗн команди ҫӗнсе илнӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.

Марсель Кашапов воин-интернационалиста асӑнса ирттернĕ турнир волейбол баталийӗсенче  вӗҫленнӗ
Марсель Кашапов воин-интернационалиста асӑнса ирттернĕ турнир волейбол баталийӗсенче  вӗҫленнӗ
Марсель Кашапов воин-интернационалиста асӑнса ирттернĕ турнир волейбол баталийӗсенче  вӗҫленнӗ
Марсель Кашапов воин-интернационалиста асӑнса ирттернĕ турнир волейбол баталийӗсенче  вӗҫленнӗ
Марсель Кашапов воин-интернационалиста асӑнса ирттернĕ турнир волейбол баталийӗсенче вӗҫленнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: