Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулта вӗренекенсем ГТО нормисене панă. Вĕренекенсем ГТО нормисене парас ӗҫе ҫав тери хавхаланса хутшӑннă, мӗншӗн тесен кашниех хӑйӗн вӑй-халне тӗрӗслеме тӑрӑшнă: "миҫе хут çĕкленме пултаратӑп-ха эпӗ?", "пӗр-пӗр дистанцие епле хӑвӑрт чупса тухма пулать?", "пуринчен те инҫерех сикме пулать-ши?».
Кӑҫал та шкул ачисем тивӗҫлӗ наградӑсем илнĕ. Линейкăри савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ачасене удостоверенипе ылтӑн значоксем панă. Шкулти сакӑр ача ҫак наградӑсене тивĕç пулнă. Хӑйсен ӳсӗм ушкăнĕнче тӗрлӗ енлӗ значоксем илекен ачасем ҫулсеренех йышланса пыраҫҫӗ. Ку пуҫламӑшӗ ҫеҫ, часах кӗмӗлпе бронза тӗслӗ медальсем те пулӗҫ, шанатпӑр, унта та лайӑх кӑтартусем пуласса.
Ачасене спорта туслă пулнине, ӳт-пӗвӗпе ҫирӗп те сывлӑхлӑ курма яланах кӑмӑллӑ. Вӗсем ку ҫитӗнӳсемпе кăна чарӑнса тӑмӗҫ, малалла та физкультурӑпа тата спортпа туслашĕç.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.