-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Анне – çӗр ҫинчи чи авалхи сӑмахсенчен пӗри, вăл пур халӑх чӗлхепе те пӗр пекех ачаш янӑрать. Ку вӑл ҫынсем пурте хӑйсен амӑшӗсене хисеплени, юратни ҫинчен калать. Мӗн чухлӗ лайӑх, ырӑ сӑмахсем каламан пулнă пулсан та эпир аннесене, мӗн чухлӗ сӑлтав шухӑшласа кӑларман пулсан та, вĕсем ытлашши пулас ҫук.
Михайловкăри шкул-интернатра Анне кунне халалланӑ спортпа йӑпану мероприятийӗ иртнӗ. Воспитанниксем хӑйсен воспитателӗсемпе пӗрле тӗрлӗ конкурса хутшӑннӑ, тавҫӑрулӑх, шеплĕх тата хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Михайловкăри шкул-интернатăн социаллă сетьри страницинчен.