Çутă çул
-1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
СПОРТ
27 Ноябрӗн 2022, 14:45

"Парус" спорт шкулĕнче хӗрсем хушшинче волейболпа ӑмӑрту иртнĕ

Спорт шкулĕн команди хӑйӗн площадкинче вӑйлӑрах пулнӑ, турнирта ҫӗнтернӗ.

"Парус" спорт шкулĕнче хӗрсем хушшинче волейболпа ӑмӑрту иртнĕ
"Парус" спорт шкулĕнче хӗрсем хушшинче волейболпа ӑмӑрту иртнĕ

Ноябрӗн 26-мӗшӗнче "Парус" спорт шкулĕнче хӗрсем хушшинче волейболла ӑмӑрту иртнĕ, ăна Анне кунне халалланӑ. Ӑмӑртусене районти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан учрежденисен çичĕ команди хутшӑннă. Командӑсем икӗ ушкӑна пайланнă, унта ҫаврăм системипе вылянă. Ӑмӑртусен пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх Аитри вăтам шкул командине Демскинчи вăтам шкул команди выляса çĕнтернĕ. Чемпион пулассишĕн финалта "Парус" спорт шкулĕн "Юность" командипе Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулăн команди тĕл пулнă. Спорт шкулĕн команди хӑйӗн площадкинче вӑйлӑрах пулнӑ, турнирта ҫӗнтернӗ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.

"Парус" спорт шкулĕнче хӗрсем хушшинче волейболпа ӑмӑрту иртнĕ
"Парус" спорт шкулĕнче хӗрсем хушшинче волейболпа ӑмӑрту иртнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: