Çутă çул
+21 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СПОРТ
5 Декабрӗн 2022, 18:17

Шалти ӗҫсен органӗсен ӗҫченӗсен кунне халалласа сӗтелçи тенниспа турнир иртнĕ

Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсем администрацин кубокӗсем, медалӗсемпе дипломсем, ҫавӑн пекех турнир спонсорӗнчен укҫа премийӗсем илнӗ.

Шалти ӗҫсен органӗсен ӗҫченӗсен кунне халалласа сӗтелçи тенниспа турнир иртнĕ
Шалти ӗҫсен органӗсен ӗҫченӗсен кунне халалласа сӗтелçи тенниспа турнир иртнĕ

Декабрӗн 4-мӗшӗнче "Парус" спорт шкулĕнче шалти ӗҫсен органӗсен ӗҫченӗсен кунне халалланӑ сӗтелçи тенниспа ҫулленхи районсен хушшинчи ӑмӑртусем иртнĕ. Ӑмӑртусене Оренбург облаҫӗнчи Пономаревка ялĕнчи, Альшей районӗнчи, Пелепей, Туймазă, Уфа, Тутарстанри Бавлы хулисен, Приютово поселокĕн спортсменĕсем хутшӑннă. Администраци пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Артур Галеев, район пуҫлӑхӗн социаллă тата кадрсен ĕçĕсем тĕлĕшпе ĕçлекен çумĕ Алексей Данилов тата Пишпÿлек районӗнчи ОМВД начальникӗ Азат Хазиев саламлӑ сӑмах тухса каланă. Тăватă комплект медаль вылятнă: 16 ҫула ҫитиччен ачасем, арҫынсем, хӗрарӑмсем тата ветерансем.
Вӑййисем швейцари системипе пур вырӑнсене те палӑртмалла иртнĕ. Хӗрарӑмсем вара ҫаврăм системипе выляман.
Турнир пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх хӑйсен категорийӗсенче чемпионсем пулнă:
- 16 ҫулчченхи ачасем - Амир Хасиятуллин (Бавлы хули);
- хӗрарӑмсем - Оксана Родионова (Бавлы хули);
- арҫынсем - Ильдар Зарипов(Пелепей хули);
- ветерансем - Леонид Афанасьев (Туймазă хули).
Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсем администрацин кубокӗсем, медалӗсемпе дипломсем, ҫавӑн пекех турнир спонсорӗнчен укҫа премийӗсем илнӗ.
Ӑмӑртусен тӗп судьи пирӗн ентеш, сӗтелçи теннисĕпе пӗтӗм тӗнчери класс судйи - Семенов Юрий Евстафьевич пулнă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.

Шалти ӗҫсен органӗсен ӗҫченӗсен кунне халалласа сӗтелçи тенниспа турнир иртнĕ
Шалти ӗҫсен органӗсен ӗҫченӗсен кунне халалласа сӗтелçи тенниспа турнир иртнĕ
Шалти ӗҫсен органӗсен ӗҫченӗсен кунне халалласа сӗтелçи тенниспа турнир иртнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: