Демскинчи вăтам шкулта интернационалист-воинсене: А.П.Захарова, И.З. Лукманова тата СВОна хутшăннă А.Х. Янышева - ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне пуçне хунисене асӑнса районти волейбол турнирӗ иртнӗ. Турнира Пишпÿлек, Пишпÿлек районĕнчи Раççей ОМВД, Дюсян, Демски командисем хутшӑннă.
Ӑмӑрту результачӗсем тӑрӑх ОМВД команди пӗрремӗш вырӑн йышӑннă; 2-мĕш вырӑн - Пишпÿлек команди; 3-мĕш вырӑн - дюсянсенче.
Турнир ҫӗнтерӳҫисене район администрацийӗн кубокне, медаль тата грамотисене, турнир спонсорĕнчен "Искра" ООО директорӗнчен Ф.М. Хазаиевран укҫан преми, тӑванӗсенчен волейбол мечӗкӗсем командӑсене парнеленӗ.
ОМВД начальникӗ А.Ф. Хазиев шкула волейбол антеннипе мечӗк парнеленӗ.
Турнирта пулнисем пурте хаваслӑхпа пысăк туйӑмсем илнĕ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Демскинчи вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.