Çутă çул
+2 °С
Юр
Пур хыпар та
СПОРТ
9 Декабрӗн 2022, 14:05

Пушкӑртстанра спорта аталантарма 2022 ҫулта федераци бюджетӗнчен 53,3 млн тенкӗ уйӑрнӑ

Светлана Хоркина ячӗллӗ спорт гимнастикин центрӗ кӑҫалхи июнь уйӑхӗнче ӗҫлеме пуҫланă.

Пушкӑртстанра спорта аталантарма 2022 ҫулта федераци бюджетӗнчен 53,3 млн тенкӗ уйӑрнӑ
Пушкӑртстанра спорта аталантарма 2022 ҫулта федераци бюджетӗнчен 53,3 млн тенкӗ уйӑрнӑ

Пушкӑрт правительствин вице-премьерӗ Ирек Сагитов палӑртнӑ тӑрӑх, республикӑри "Спорт – пурнӑҫ норми" проекта пурнӑҫлама регион Спорт министерстви линийӗ тӑрӑх кӑҫал федераци укҫи-тенки 53,3 млн тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫавна пула олимп резервӗсен спорт шкулӗсем валли – бокс, теннис тата биатлон валли оборудовани туяннă. ГТО нормисене пама пӗчӗк спорт площадкисенче ҫичӗ комплект оборудовани вырнаҫтарнӑ. Спорт резервне хатӗрлекен ҫичӗ спорт организацийӗ патшалӑх пулӑшӑвӗ илнӗ.
Ҫӗнӗ ҫулччен 2023 ҫул пуҫламӑшӗнче ӗҫлеме пуçлакан Комаров урамӗнчи тăрăллă футбол манежне туса пӗтерӗҫ.
Федераци бюджечӗн укҫи-тенкине янӑ Теплое ятлă кӳлӗ ҫинчи кӗсменпе ишмелли слалом валли сооруженисен комплексӗ ҫулталӑк вӗҫнелле 45 процента хатӗр пулать.
Октябрь районӗнчи Спорт кӗрешӗвӗн пӗтӗм тӗнчери центрне "Массӑллӑ спорт" проектпа тӑваҫҫӗ. Ӑна тума кӑҫал 1 717,9 млн тенкӗ уйӑрнӑ, вӗсенчен 300 млн тенкӗ - федераци бюджетӗнчен.
Светлана Хоркина ячӗллӗ спорт гимнастикин центрӗ кӑҫалхи июнь уйӑхӗнче ӗҫлеме пуҫланă.
"МГ" информацийĕпе.

 

 

Пушкӑртстанра спорта аталантарма 2022 ҫулта федераци бюджетӗнчен 53,3 млн тенкӗ уйӑрнӑ
Пушкӑртстанра спорта аталантарма 2022 ҫулта федераци бюджетӗнчен 53,3 млн тенкӗ уйӑрнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: