Çутă çул
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СПОРТ
12 Декабрӗн 2022, 21:36

Ҫапла пӗррехинче, ҫын хӑйӗн ӗмӗтне пурнăçлама тытӑнсан, ӑнӑҫу пулма пултарать

"Предприниматель сехетне" кашниех хутшӑнма пултарать.

Ҫапла пӗррехинче, ҫын хӑйӗн ӗмӗтне пурнăçлама тытӑнсан, ӑнӑҫу пулма пултарать
Ҫапла пӗррехинче, ҫын хӑйӗн ӗмӗтне пурнăçлама тытӑнсан, ӑнӑҫу пулма пултарать

Ильгам Ришатович Ахметшин Пишпÿлек районӗнче кӗрешӳ енӗпе спорт секцине уҫнӑ. Физкультура институтӗнчен вӗренсе тухсан, вӑл тренер пулма ҫирӗп шут тытнӑ. Районпа республика шайӗнчи ӑмӑртусене хутшӑнма ӑна килӗшнӗ, вӑл ҫак туйӑма таврари ҫынсене паллаштарма шутланӑ. Шӑпах ҫак шухӑша 2022 ҫулхи июньте вӑл Пишпÿлек район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Артур Зарипов ертсе пынă "Предприниматель сехетӗнче" каласа панă. Унӑн проектне район центрӗнче ачасене валли ирӗклӗ кӗрешӳпе курэше вӗрентес енӗпе секци уҫма ырланă.
Район администрацийӗ пÿлĕм тупма пулӑшнă - юрӑхлине сӗннĕ те арендӑна панă. 2022 ҫулхи сентябрьте Пишпÿлекри 3-мĕш шкулăн спорт залӗнче секци уҫӑлнӑ. Ильгам Ахметшин занятисем валли хатӗр-хӗтӗрне Пушкӑртстанри Çемье, ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви енĕпе ӗҫлекен АСПК патшалӑх программи шайӗнче илнӗ пурлăх пулӑшăвĕпе туяннă, район документсем тума пулӑшнă.
Кӗрешӳ секцийӗ пирӗн районта пурӑнакансем хушшинче паллӑ. Занятисем ушкӑнӑн-ушкӑнӑн иртеҫҫӗ, вӗсем ӗнтӗ кашни икĕ ушкӑнра 30 ҫын. Ноябрьте Ильгам Ахметшинӑн воспитанникӗсем зонӑри ӑмӑртусен ҫӗнтерӳҫисем пулса тӑнă. Ачисемпе ашшӗ-амӑшӗсем хавас! Предпринимателӗн 2023 ҫуллӑх планӗсенче Социаллӑ предпринимательсен реестрне кӗме тата грант илме заявка пама.
Ҫапла пӗррехинче, ҫын хӑйӗн ӗмӗтне пурнăçлама тытӑнсан, ӑнӑҫу пулма пултарать. Аса илтеретпĕр, эсир те хӑвӑр шухӑшӑра тата бизнес-проекта пурнӑҫлама пултаратӑр. "Предприниматель сехетне" кашниех хутшӑнма пултарать. Телефонсем: 8(347-43)2-15-18,8(937)500-29-80 е Пушкӑртстан Республикин Инвестици порталӗ урлӑ ссылка енӗпе заявка пама пулать: https://investrb.ru/ru/ .
Айрат Муратшин,
Пишпÿлек районӗнчи бизнес-шериф.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.

 

Ҫапла пӗррехинче, ҫын хӑйӗн ӗмӗтне пурнăçлама тытӑнсан, ӑнӑҫу пулма пултарать
Ҫапла пӗррехинче, ҫын хӑйӗн ӗмӗтне пурнăçлама тытӑнсан, ӑнӑҫу пулма пултарать
Ҫапла пӗррехинче, ҫын хӑйӗн ӗмӗтне пурнăçлама тытӑнсан, ӑнӑҫу пулма пултарать
Ҫапла пӗррехинче, ҫын хӑйӗн ӗмӗтне пурнăçлама тытӑнсан, ӑнӑҫу пулма пултарать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: