Çутă çул
+21 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СПОРТ
12 Декабрӗн 2022, 21:17

Волейболла вылякан уҫӑ турнир иртнӗ

Пăслăкри культура çуртĕнчи спорт залĕнче Раҫҫейри Тӑван çӗршыв Геройӗсен кунӗ шайӗнче волейболла уҫӑ турнир иртнӗ.

Волейболла вылякан уҫӑ турнир иртнӗ
Волейболла вылякан уҫӑ турнир иртнӗ

Пăслăкри культура çуртĕнчи спорт залĕнче Раҫҫейри Тӑван çӗршыв Геройӗсен кунӗ шайӗнче волейболла уҫӑ турнир иртнӗ. Вӑйӑсене Совет Союзӗн Геройне Кирилл Дементьевич Андреева халалланӑ.
Ӑмӑртăва йеркелекенӗ Пишпÿлек районӗнчи чӑвашсен Канашӗ пулнă.
Турнира уҫнӑ ҫӗре спортсменсене саламлама Совет Союзӗн Геройӗн мӑнукӗ Геннадий Архипович Сергеев килнӗ.
Турнир Совет Союзӗн Геройӗ К.Д. Андреев ҫинчен видеоролик пăхнинчен пуҫланнă. Пăслак ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Ю.А. Васильев саламланӑ хыҫҫӑн турнира хутшӑнакансен командисем хушшинче шăпа янă. Пишпÿлек, Пăслак, Дюсян, Ермолкин, Хушăлка, Йăлпăлак тата Пишпÿлек районӗнчи чӑвашсен Канашӗн пухӑннӑ командисем ушкăнсене пайланнӑ. Вӑйӑсем икӗ спорт залӗнче иртнĕ.
Кун пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх виҫҫӗмӗш вырӑна Хушăлка ялӗн команди, иккӗмӗш вырӑнта Ермолкин ялӗн команди, пӗрремӗш вырӑнта Дюсян ялӗн команди ҫӗнсе илнӗ.
Турнира хутшӑнакансем пурте Совет Союзӗн Геройӗ К.Д. Андреев биографийӗпе асӑнмалӑх календарьсем илнӗ, ҫӗнтерӳҫӗсене турнир грамотисемпе медалӗсем панӑ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.

Волейболла вылякан уҫӑ турнир иртнӗ
Волейболла вылякан уҫӑ турнир иртнӗ
Волейболла вылякан уҫӑ турнир иртнӗ
Волейболла вылякан уҫӑ турнир иртнӗ
Волейболла вылякан уҫӑ турнир иртнӗ
Волейболла вылякан уҫӑ турнир иртнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: