

Кӑҫал, экономика кӑткӑс пулин те, Пушкӑрт Республикинче отрасль кадрпа инфратытӑм пулӑшӑвне вӑйлатас енӗпе пысӑк йышӑнусем йышӑннӑ, - тенӗ Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров, физкультурӑпа спорт аталанӑвӗн канаш ларӑвне уҫнӑ май.
"Пӗррехинче спорт мероприятийӗсенчен пӗринче эпӗ республикӑра пурӑнакан кашни ҫын – шкул ачи е пенсионер, пысӑк хулара е аякри ялта пурӑнакан, пуҫлакан е разрядник – пурте юратупа е професси шайӗнче спортпа туслашма пултарасси ҫинчен каларӑм. Ҫакна тума вӗсен пӗтӗм условисем пулччӑр", - тенӗ Радий Хабиров.
Республика Пуҫлӑхӗ спорт сооруженийӗсем тӑвас, вӗсене хальхи оборудованипе пуянлатас тӗлӗшпе нумай ӗҫсем тунине палӑртнӑ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Олег Яровиков.