Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СПОРТ
19 Декабрӗн 2022, 20:35

"Атлантисăн Ҫӗнӗ çул Кубокӗ" мини-футбол енӗпе турнир иртнӗ

Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене кубоксемпе медальсем лекнĕ, турнирӑн чи лайӑх выляканĕсене те наградӑланă.

"Атлантисăн Ҫӗнӗ çул Кубокӗ" мини-футбол енӗпе турнир иртнӗ
"Атлантисăн Ҫӗнӗ çул Кубокӗ" мини-футбол енӗпе турнир иртнӗ

Декабрӗн 17-18-мӗшӗсенче Пишпÿлекри "Парус" спорт шкулĕнче 2009-2011 ҫулхи тата 2014-2016 ҫулхи ачасем хушшинче "Атлантисăн Ҫӗнӗ çул Кубокӗ" мини-футбол енӗпе турнир иртнӗ.
Ӑмӑртусене "Атлантис" ача-пӑча футбол клубӗн филиалӗсенчен 16 команда хутшӑннă.
Декабрӗн 17-мӗшӗнче 2009-2011 çулхи ачасем хушшинче Стерлитамак-1 команди ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ, Стерлитамак-2 команди 2-мӗш вырӑна, виҫҫӗмӗш вырӑна Большой Куганак команди ҫӗнсе илнӗ.
Декабрӗн 18-мӗшӗнче 2014-2016 ҫулхи ачасем хушшинче Стерлибашево команди ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнă, Стерлитамак-1 иккӗмӗш вырӑнта, виҫҫӗмӗшӗ Стерлитамак-2 команда пулнă.
Ӑмӑртӑва хутшӑнакансем пурте "Единая Россия" ВПП вырӑнти уйрӑмӗнчен хутшӑннӑшӑн сувенирсем, пылак призсем, грамотӑсем илнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене кубоксемпе медальсем лекнĕ, турнирӑн чи лайӑх выляканĕсене те наградӑланă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.

"Атлантисăн Ҫӗнӗ çул Кубокӗ" мини-футбол енӗпе турнир иртнӗ
"Атлантисăн Ҫӗнӗ çул Кубокӗ" мини-футбол енӗпе турнир иртнӗ
"Атлантисăн Ҫӗнӗ çул Кубокӗ" мини-футбол енӗпе турнир иртнӗ
"Атлантисăн Ҫӗнӗ çул Кубокӗ" мини-футбол енӗпе турнир иртнӗ
"Атлантисăн Ҫӗнӗ çул Кубокӗ" мини-футбол енӗпе турнир иртнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: