Çутă çул
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СПОРТ
19 Декабрӗн 2022, 20:01

Пушкӑртстанри ту йӗлтӗрҫисем Раҫҫейпе Китай ҫамрӑкӗсен хӗллехи вӑййисенче пӗрремӗш медальсем ҫӗнсе илнӗ

Ҫамрӑксен хӗллехи вӑййисене хутшӑнакансен ӳсӗм категорийӗ 16 ҫултан аслă мар.

Пушкӑртстанри ту йӗлтӗрҫисем Раҫҫейпе Китай ҫамрӑкӗсен хӗллехи вӑййисенче пӗрремӗш медальсем ҫӗнсе илнӗ
Пушкӑртстанри ту йӗлтӗрҫисем Раҫҫейпе Китай ҫамрӑкӗсен хӗллехи вӑййисенче пӗрремӗш медальсем ҫӗнсе илнӗ

Пушкӑртстанри ту йӗлтӗрҫисем Раҫҫейпе Китай ҫамрӑкӗсен хӗллехи вӑййисен пӗрремӗш медалӗсене ҫӗнсе илнӗ. Слалом-гигант енĕпе декабрӗн 17-мӗшӗнче, Пекинран 30 ҫухрӑмра, Ляньхуашань хулинче, сӑрт-ту центрӗнче ӑмӑртусем иртнӗ.
Хӗрсем хушшинче Пушкӑрт представителӗ Ксения Подлипчук ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнă. Ҫамрӑксем хушшинче Дмитрий Колченогов "кӗмӗл" ҫӗнсе илнӗ.
Пушкӑртстан Спорт министерствин пресс-службинче икӗ спортсмен та олимп резервӗсен спорт шкулӗн ту йĕлтĕр спорчӗпе воспитанникĕсем пулнине пӗлтернӗ. Ҫамрӑксен хӗллехи вӑййисене хутшӑнакансен ӳсӗм категорийӗ 16 ҫултан аслă мар.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: ПР Спорт министерстви.

Пушкӑртстанри ту йӗлтӗрҫисем Раҫҫейпе Китай ҫамрӑкӗсен хӗллехи вӑййисенче пӗрремӗш медальсем ҫӗнсе илнӗ
Пушкӑртстанри ту йӗлтӗрҫисем Раҫҫейпе Китай ҫамрӑкӗсен хӗллехи вӑййисенче пӗрремӗш медальсем ҫӗнсе илнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: