+1 °С
Юр
Декабрӗн 17-мӗшӗнче Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулта 7-мĕш классем хушшинче спорт шӑматкунӗ иртнӗ. Волейболла ӑмӑрту пулнă. Интереслӗ вӑйӑ пулнă, болельщиксем хӑйсен командисене хавхалантарнă. Ҫӗнтерӳ пӗтӗмлетӗвӗнче 7б класс команди ҫӗнтернӗ, 7а класс команди иккӗмӗш пулнă.
Ачасене саламлатпӑр тата спортра малалла ҫитӗнӳсем тума сунатпӑр.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.