Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СПОРТ
1 Кӑрлач 2023, 18:14

Районти хоккей командисем сезон уçнă

Ӑмӑртӑва хутшӑнакансене медальсемпе, грамотӑсемпе тата Кубоксемпе наградӑланă.

Районти хоккей командисем сезон уçнă
Районти хоккей командисем сезон уçнă

2022 ҫулхи декабрӗн 30-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ ҫул умӗн, Пишпÿлек районӗнчи ача-пӑча хоккей командисем сезон уҫнӑ. "Парус" спорт шкулӗн хоккей коробкинче 2009-2011 ҫулхи тата 2006-2008 ҫулхи ачасем хушшинче хоккей шайбипе районти ӑмӑртусем иртнĕ.
Ӑмӑртусене хутшӑнакансене администраци пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе кадрсем енӗпе ӗҫлекен заместителӗ Алексей Александрович Данилов тата Пишпÿлек ял тӑрӑх пуҫлӑхӗ Александр Александрович Семенов саламлӑ сӑмах каланă.
Ӑмӑртусене Аит, Демски, Йăлпăлактамак тата Пишпÿлек командисем хутшӑннӑ.
2009-2011 ҫулсенчи ÿсӗм категорийӗнчи ачасем хушшинче 3-мĕш вырăн Демски команди, 2-мĕш вырӑн Пишпÿлек "Олимп" команди йышӑннӑ, ҫӗнтерӳҫӗ Аитри "И. Гимаев" команди пулса тӑнӑ.
2006-2008 ҫулсенчи ÿсӗм категорийӗнчи ачасем хушшинче 3-мӗш вырӑн Пишпÿлек команди йышӑннӑ, 2-мĕш вырӑна Йăлпăлактамак команди ҫӗнсе илнӗ, чемпионӗ вара, кӗҫӗн ушкӑнри пекех, Аитри "И. Гимаев" команди пулса тӑнӑ.
Ӑмӑртӑва хутшӑнакансене медальсемпе, грамотӑсемпе тата Кубоксемпе наградӑланă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.

Районти хоккей командисем сезон уçнă
Районти хоккей командисем сезон уçнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: