Январӗн 8-мӗшпе 9-мӗшӗнче Стерлитамакра "Хӗллехи каникул призӗсене илессишĕн" ҫӑмӑл атлетикӑпа республика ӑмӑртӑвӗ иртнӗ.
Ҫулленхи стартсене Пушкӑрт Республикинчи 380 ытла вӑйлӑ спортсмен пуҫтарнӑ. Икӗ кун хушшинче ҫӑмӑл атлетсем спринтра, вӑтам дистанцисенче тата техника дисциплинисенче вӑйлисене палӑртнӑ.
Ӑмӑртусен малтанхи кунӗнчех "Парус" спорт шкулӗнче вӗренекенсем лайӑх кӑтартусем кӑтартнă.
-Азамат Шугаипов тата Кристина Николаева 600 метр дистанцире кӗмӗл призерсем пулса тӑнă.
Ӑмӑртусен иккӗмӗш кунӗ. Хӑйӗн дистанцийӗнчи призерсем:
Азамат Шугаипов 1000 м дистанцире бронза призерĕ.
Рита Николаева 1000 м дистанцире кӗмӗл призер.
-Кристина Николаева 1000 м дистанцире ылтӑн призёр пулса тăнă.
Петр Георгиевич Николаев тренерпа пирӗн ачасене пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ ятпа саламлатпӑр! Малашнехи ҫитӗнӳсем тата ҫӗнӗ ҫӗнтерӳсем сунатпӑр!
#БижбулякискийРайон
#ЗдоровыйОбразЖизни
#СпортНормаЖизни
#РеспубликаБашкортостан
#Спортивнаяшколапарус
#Легкаяатлетика
#спринт
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.