Çутă çул
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СПОРТ
16 Кӑрлач 2023, 19:14

Хĕллехи пулăçсен ăмăртăвĕ иртнĕ

Вӑхӑт иртсен пуринчен те нумайрах Рустэм Гиниятуллин 72 пулӑ тытнă.

Хĕллехи пулăçсен ăмăртăвĕ иртнĕ
Хĕллехи пулăçсен ăмăртăвĕ иртнĕ

Январӗн 15-мӗшӗнче Ситекпуç пӗвинче хӗллехи пулӑҫӑсен ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Ӑмӑртӑва 19 пулӑҫӑ хутшӑннӑ. Сехет ҫурӑ хушшинче пулӑҫӑсем пулӑ тытас тӗлӗшпе хӑйсен пахалӑхӗсене кӑтартнă. Вӑхӑт иртсен пуринчен те нумайрах Рустэм Гиниятуллин 72 пулӑ тытнă. Вăл ӑмӑртусен ҫӗнтерӳҫи пулса тӑнă. Усман Шайхуллин 68 пулӑпа иккӗмӗш вырӑн йышăннă, виҫҫӗмӗш вырӑна ӑмӑртусене хутшӑннӑ пӗртен-пӗр хӗрарӑм Евгения Терентьева 38 пулӑпа илнĕ. Чи пӗчӗк пуллине Георгий Федоров, чи пысӑккине Усман Шайхуллин тытнӑ. Чи хӑвӑрт пăра шӑтаракан Александр Гавриловпулнă. Номинацисенче ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсем парнесемпе грамота хучĕсем илнӗ. Вӗсене администраци пуҫлӑхӗ Артур Зарипов панă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.

Хĕллехи пулăçсен ăмăртăвĕ иртнĕ
Хĕллехи пулăçсен ăмăртăвĕ иртнĕ
Хĕллехи пулăçсен ăмăртăвĕ иртнĕ
Хĕллехи пулăçсен ăмăртăвĕ иртнĕ
Хĕллехи пулăçсен ăмăртăвĕ иртнĕ
Хĕллехи пулăçсен ăмăртăвĕ иртнĕ
Хĕллехи пулăçсен ăмăртăвĕ иртнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: