Çутă çул
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СПОРТ
16 Кӑрлач 2023, 12:30

Хӗрсем волейболла ӑмӑртнă

Малалла Демскинчи вăтам шкул хӗрĕсен команди Ермекейре волейболла ӑмӑртусен зона тапхӑрӗнче Пишпÿлек районне тӑратĕ.

Хӗрсем волейболла ӑмӑртнă
Хӗрсем волейболла ӑмӑртнă

Пушкӑрт Республикинчи шкул ачисен XXV Спартакиади шайӗнче 2022 – 2023 вӗренӳ ҫулӗнче Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулта волейболла ӑмӑрту иртнӗ.
Финала хӗрсен виçĕ команди тухнă: Аитри Ф.Карим ячĕллĕ, Кăрканти, Демскинчи вăтам шкулсен. Хĕрÿ кӗрешӳре 1-мӗш вырӑн Демскинчи вăтам шкул хӗрĕсен команди йышӑннӑ, 2-мĕш вырӑн – Кăрканти вăтам шкул хӗрĕсенче, 3-мĕш вырӑн - Аитри Ф.Карим ячĕллĕ вăтам шкул хĕрĕсен команди.
Малалла Демскинчи вăтам шкул хӗрĕсен команди Ермекейре волейболла ӑмӑртусен зона тапхӑрӗнче Пишпÿлек районне тӑратĕ.
Демскинчи вăтам шкул хӗрĕсемпе вӗсен тренерӗсене саламлатпӑр, вӗсене ӑмӑртусен зона тапхӑрӗнче района тивӗҫлипе хÿтĕлеме сунатпӑр. Маттур, хӗрсем!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Демскинчи вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.

Хӗрсем волейболла ӑмӑртнă
Хӗрсем волейболла ӑмӑртнă
Хӗрсем волейболла ӑмӑртнă
Хӗрсем волейболла ӑмӑртнă
Хӗрсем волейболла ӑмӑртнă
Хӗрсем волейболла ӑмӑртнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: