Çутă çул
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СПОРТ
16 Кӑрлач 2023, 19:32

Районти хӗллехи йӗлтӗр сезонне уçнă

Хушăлкари вăтам шкулта вӗренекенсене тав тӑватпӑр!

Районти хӗллехи йӗлтӗр сезонне уçнă
Районти хӗллехи йӗлтӗр сезонне уçнă

Январӗн 14-мӗшӗнче хӗллехи сезона уҫнӑ ятпа районти йӗлтӗрпе ӑмӑртусем иртнĕ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Артур Мухлисович Зарипов пурне те хӗллехи йӗлтӗр сезонӗ пуҫланнӑ ятпа саламланă, сывӑ пурнӑҫ йӗрки пӗлтерӗшне палӑртнă, ӑмӑртусене хутшӑнакансене ӑнӑҫу суннă.
Йӗлтӗрпе чупнӑ ҫӗре тӗрлӗ ҫулсенчи ачасемпе ҫитӗннисем хутшӑннӑ. Çав мероприятие Хушăлкари вăтам шкул ачисем те хутшăннă. Ӑмӑрту чуна пырса тивекен савӑнӑҫлӑ пулнă, темӗн чухлӗ эмоципе курӑм-туйӑм хӑварнă.
Спорт мероприятийӗ малти вырӑнсене йышӑннӑ ҫынсен грамотăсемпе медальсемпе наградӑлассипе вӗҫленнӗ. Йӗлтӗр сезонне уҫнӑ ятпа хутшӑнакансене пурне те саламлатпӑр, хавхалану тата спорт ҫӗнтерӗвӗсем сунатпӑр. Ӑмӑртусене хутшӑннӑшӑн Хушăлкари вăтам шкулта вӗренекенсене тав тӑватпӑр!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Хушăлкари вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.

Районти хӗллехи йӗлтӗр сезонне уçнă
Районти хӗллехи йӗлтӗр сезонне уçнă
Районти хӗллехи йӗлтӗр сезонне уçнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: