Çутă çул
+6 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
СПОРТ
23 Кӑрлач 2023, 13:10

Районти вӗренӳ ӗҫченӗсем хушшинче волейбол ăмăртăвĕ иртнĕ

Пишпÿлек районӗнчи вӗренӳ ӗҫченӗсем пур ҫĕре те ӗлкӗреҫҫӗ.

Районти вӗренӳ ӗҫченӗсем хушшинче волейбол ăмăртăвĕ иртнĕ
Районти вӗренӳ ӗҫченӗсем хушшинче волейбол ăмăртăвĕ иртнĕ

Пишпÿлек районӗнчи вӗренӳ ӗҫченӗсем пур ҫĕре те ӗлкӗреҫҫӗ. Хӑйсен професси тивӗҫӗсемсӗр пуҫне вӗсем районти общество, культура тата спорт пурнӑҫне хастар хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсем хутшӑнмасӑр пӗр ӗҫ те иртмест. Ку вара питӗ лайӑх. Мӗншӗн тесен вӗсен энергийӗпе пултарулăхĕ кирек мӗнле мероприятие те ҫутӑ та кӑсӑк тӑваҫҫӗ. "Парус" спорт шкулĕнче районти вӗренӳ учрежденийӗсен командисем хушшинче волейболла вылямалли ӑмӑртусем иртнĕ. Вӑйӑсем "Здоровье" спартакиада шайӗнче иртнĕ. Вӑйӑсем ҫаврăм системипе икӗ ушкӑнпа иртнĕ. Командӑсем класс вӑййине, чӑн-чӑн спорт хӗрӳлӗхне кӑтартнă, болельщиксене темӗн чухлӗ эмоци парнеленĕ. Вӑйӑ ҫӗнтерӳҫисем Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулăн тата "Умка" ача сачӗн командисем пулса тӑнă. Вӗсене саламлатпӑр. Хутшӑнакансене пурне те парнеленӗ вӑйӑсемшӗн чӗререн тав тӑватпӑр.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Артур Зариповăн социаллă сетьри страницинчен.

 

Районти вӗренӳ ӗҫченӗсем хушшинче волейбол ăмăртăвĕ иртнĕ
Районти вӗренӳ ӗҫченӗсем хушшинче волейбол ăмăртăвĕ иртнĕ
Районти вӗренӳ ӗҫченӗсем хушшинче волейбол ăмăртăвĕ иртнĕ
Районти вӗренӳ ӗҫченӗсем хушшинче волейбол ăмăртăвĕ иртнĕ
Районти вӗренӳ ӗҫченӗсем хушшинче волейбол ăмăртăвĕ иртнĕ
Районти вӗренӳ ӗҫченӗсем хушшинче волейбол ăмăртăвĕ иртнĕ
Районти вӗренӳ ӗҫченӗсем хушшинче волейбол ăмăртăвĕ иртнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: