Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СПОРТ
24 Кӑрлач 2023, 13:20

Спортпа туслă пулмалла

Локаль тапхӑрне хутшӑнакансене пурне те тав тӑватпӑр, результатсем кӗтетпӗр!

Спортпа туслă пулмалла
Спортпа туслă пулмалла


Пишпÿлекри "Дюймовочка" ача садĕнче шкулчченхи аслӑ ҫулсенчи ачасем валли " Эпир - Гагаринецсем!" физкультура енӗпе вырăнти тапхӑрӗ иртнӗ. Унта вунă воспитанник хутшӑннӑ.
Воспитанниксен ÿт-пÿ пахалӑхӗсене аталантарасси: ҫаврӑнӑҫулӑх, хӑвӑртлӑхпа чӑтӑмлӑх, сывӑ пурнӑҫ йӗркине йӗркелесси, спорта юратма тата интересленме вӗрентесси; ачасен ӑс-хакӑл активлӑхне аталантарасси - ҫавнашкал шайри мероприяти ирттермелли тӗп тӗллевсем.
Ачасен физкультурӑпа пилӗк тест заданине пурнӑҫламалла: челнокла чупмалла, пӗр вырӑнтан тăршшĕне сикмелле, мечӗк ывӑтмалла, малалла тайӑлмалла, кӗтес.
Локаль тапхӑрне хутшӑнакансене пурне те тав тӑватпӑр, результатсем кӗтетпӗр!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри "Дюймовочка" ача сачĕн социаллă сетьри страницинчен.

Спортпа туслă пулмалла
Спортпа туслă пулмалла
Спортпа туслă пулмалла
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: