Çутă çул
+14 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СПОРТ
30 Кӑрлач 2023, 20:55

Хоккей турнирĕ иртнĕ

Хутшӑнакансем пурте энергипе тата кирлӗ эмоцисемпе авӑрланнă.

Хоккей турнирĕ иртнĕ
Хоккей турнирĕ иртнĕ

Январӗн 28-мӗшӗнче Йăлпăлактамакри хоккей площадкинче Рамзаль Марсельевич Нафикова асӑнса хоккей шайбипе район турнирĕ иртнĕ.
Турнира Аит, Хушăлка, Пишпÿлек хоккей командисем хутшӑннă. Турнира уҫнӑ ҫӗре Пишпÿлек район администраци пуҫлӑхӗ А.М. Зарипов хутшӑннӑ. Вӑйӑсем ҫаврăм системипе иртнĕ те каҫ пулсан тин вӗҫленнĕ.
Вӑйӑ пĕтĕмлетĕвĕсем тӑрӑх 1-мĕш вырӑна Йăлпăлактамакри "Ак Барс" Р.М. Нафиков ячĕллĕ команда ҫӗнсе илнӗ, иккӗмӗш вырӑна Аитри Гимаев ячĕллĕ, виҫҫӗмӗш вырӑна Хушăлкари ветерансен команди илнĕ.
Ҫӗнтерӳҫӗсемпе ӑмӑрту призерӗсене асăнмалăх кубоксемпе, командӑсен выляканĕсене медальсемпе тата дипломсемпе наградӑланӑ.
Хутшӑнакансем пурте энергипе тата кирлӗ эмоцисемпе авӑрланнă. Ҫак пулӑм турнира хутшӑнакансемпе вĕсене хавхалантаракансемшĕн чӑн-чӑн спорт уявӗ пулса тӑнă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.

 

Хоккей турнирĕ иртнĕ
Хоккей турнирĕ иртнĕ
Хоккей турнирĕ иртнĕ
Хоккей турнирĕ иртнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: