Çутă çул
+14 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СПОРТ
30 Кӑрлач 2023, 21:08

Р.Р. Низамова асăнса волейболла вылянă

Ку каҫхине çĕнтерменнисем пулманнипе ӑмӑртӑва хутшӑнакансем пурте вӑйӑ вылянипе савӑннă теме пулать.

Р.Р. Низамова асăнса волейболла вылянă
Р.Р. Низамова асăнса волейболла вылянă


Январӗн 28-мӗшӗнче Фатых Карим ячӗллĕ Аитри вăтам шкулта Пишпӳлек районӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулсенчи хӗрсем хушшинче волейболла районти ӑмӑртусем иртнĕ. Ӑмӑртӑва Дюсянта ҫуралса ӳснӗ Ришат Рифатович Низамова асӑнса халалланӑ.
Ӑмӑртӑва ултă команда хутшӑннӑ: Пишпÿлекри 1-мĕшпе 3-мĕш, Аитри Фатих Карим ячĕллĕ, Кăрканти, Йăлпăлактамакри, Демскинчи вăтам шкулсем. Командӑсем икӗ ушкӑна пайланнă. Ăмăртăва Демскинчи тата Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулсен командисем уҫнă. Ăмăрту малтанхи минутсенчен пуҫласа финалччен компромиссӑр кӗрешÿ характерлӑ пулнӑ. Кашни вӑйӑ хумхантарнă. Командӑсем пурте пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса тӑнине, ҫӗнтерӳ патне туртӑннине кӑтартса панă. Финала тăватă команда тухнă. Вăйă пĕтĕмлетĕвесемпе виҫҫӗмӗш вырӑна Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкул команди йышӑннӑ. Иккӗмӗш вырӑнта Аитри Фатих Карим ячĕллĕ вăтам шкул. Ӑмӑрту ҫӗнтерӳҫисем вара Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкул команди пулнă. Команда-ӑмӑрту призерӗсене кубоксемпе дипломсемпе наградӑланӑ, хутшӑнакансене медальсемпе наградӑланӑ.
Алсу Рифатовна шкул директорне ӑмӑртусене лайӑх йӗркеленӗшӗн, хутшӑнакансене лайӑх вӑйăшăн , поварсене тутлӑ апатшӑн тав тунă.
Ку каҫхине çĕнтерменнисем пулманнипе ӑмӑртӑва хутшӑнакансем пурте вӑйӑ вылянипе савӑннă теме пулать.
#МыВместе
#СвоихНеБросаем
#МыЗаРодину
#МыПатриотыРодины
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри çамрăксен "Вектор" центрĕн социаллă сетьри страницинчен.

 

Р.Р. Низамова асăнса волейболла вылянă
Р.Р. Низамова асăнса волейболла вылянă
Р.Р. Низамова асăнса волейболла вылянă
Р.Р. Низамова асăнса волейболла вылянă
Р.Р. Низамова асăнса волейболла вылянă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: