Çутă çул
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СПОРТ
9 Нарӑсӑн 2023, 17:00

Радий Хабиров Уфара уҫӑлнӑ ирӗклӗ кӗрешӳ тата грэпплинг центрӗнчи сӑнӳкерчӗкĕсене кăтартнă

Эпир кунта занятисем тӳлевсӗр пулаҫҫӗ тесе шутларӑмӑр.

Радий Хабиров Уфара уҫӑлнӑ ирӗклӗ кӗрешӳ тата грэпплинг центрӗнчи сӑнӳкерчӗкĕсене кăтартнă
Радий Хабиров Уфара уҫӑлнӑ ирӗклӗ кӗрешӳ тата грэпплинг центрӗнчи сӑнӳкерчӗкĕсене кăтартнă

Февралӗн 7-мӗшӗнче Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров тата Раҫҫей Спорт кӗрешӗвӗн федерацийӗн президенчӗ Михаил Мамиашвили Уфари ирӗклӗ кӗрешӳпе грэпплинг ҫӗнӗ центрне ҫитсе курнӑ.
Республика ертӳҫи Пушкӑртстанри Кӗрешӳ Федерацийӗпе регионти Спорт министерстви Октябрь проспекчĕн 2-мӗш номерлă çуртра хальхи стандартсене туллин тивӗҫтерекен икӗ зал йӗркелени ҫинчен каласа панă. Февралӗн 8-мӗшӗнче пирӗн ҫамрӑк кӗрешӳҫӗсем валли тӑватӑ олимп чемпионӗ мастер-класс ирттерессине регион Пуҫлӑхӗ палӑртнӑ.
"Эпир кунта занятисем тӳлевсӗр пулаҫҫӗ тесе шутларӑмӑр. Ун пек центрсене пӗтӗм республикипех уҫӑпӑр. Пирӗн ачасем вӑйлӑ, спортпа туслă тата сывлӑхлӑ ӳсмелле", - тесе палӑртнӑ Радий Хабиров.
Центрта ирӗклӗ кӗрешӳпе грэпплинг занятийӗсем ирттермелли 14 кавир, унта пӗр вӑхӑтрах 100 ача таран тренировка тума пултараҫҫӗ.
https://mgazeta.com/news/novosti/2023-02-07/radiy-habirov-podelilsya-fotografiyami-iz-otkryvshegosya-v-ufe-tsentra-volnoy-borby-i-grepplinga-3134108

 

Радий Хабиров Уфара уҫӑлнӑ ирӗклӗ кӗрешӳ тата грэпплинг центрӗнчи сӑнӳкерчӗкĕсене кăтартнă
Радий Хабиров Уфара уҫӑлнӑ ирӗклӗ кӗрешӳ тата грэпплинг центрӗнчи сӑнӳкерчӗкĕсене кăтартнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: