Мӗн вӑл физкультура? Ку вӑл тренировка та, вӑйӑ та, упражненисем те, пиçĕхни те, йӗлтӗрсемпе кӑшӑлсем те, куклене-куклене ларни те, сиккелени те...
Уйрӑмах хӗлле физкультура урокӗсем кӑсӑклӑ иртеҫҫӗ, ун чухне йӗлтӗрпе ярӑнса ҫӳреме, сӑрт ҫинчен ярӑнса анма, сӑрт ҫине хӑпарма, пӗр-пӗринпе ӑмӑртма, уҫӑ сывлӑшпа сывлама пулать. Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулăн 2б класра вӗренекенсем (класс ертӳҫи А.Р.Фаридунова) йӗлтӗрпе киленсе ярӑнаҫҫӗ. Чи кирли, ҫакӑн пек уроксенче хӑрушсӑрлӑх техникине пӑхӑнасси тата ÿт-пĕве аталантарасси, спортпа туслă тата сывӑ пулни - мода кӑна мар, сывлӑхшӑн та питӗ усӑллӑ пулнине пурте пӗлеҫҫӗ!
#мызаЗОЖ
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.