Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СПОРТ
15 Нарӑсӑн 2023, 14:55

Йӗлтӗрпе чупасси Пишпÿлекри "Умка" ача садӗнче йӑла пулса тӑнă

Ачасем хӑйсен вӑйне шаннине туйса дистанцие ҫӑмӑллӑнах ҫӗнтернĕ.

1982 ҫултанпа пӗтӗм Раҫҫейĕпе февраль уйӑхӗнче "Лыжня России" йӗлтӗрпе чупни иртет. Вӗсене пысӑккисем те, ачасем те хутшӑнаҫҫӗ. Ҫакӑн пек мероприятисем сывӑ пурнӑҫ йӗркине пропагандӑлаҫҫӗ, ачасене физкультура ӗҫне явӑҫтараҫҫӗ.

Йӗлтӗрпе чупасси Пишпÿлекри "Умка" ача садӗнче те ырӑ йӑла пулса тӑнă. Кӑҫал йӗлтӗр ӑмӑртӑвне аслӑ тата хатӗрленӳ ушкăнĕсен воспитанникӗсем хутшӑннӑ. Ачасем малтанах старта хатӗрленнĕ: йӗлтӗрсене тӗрӗс тӑхӑнма, тӳмелеме, утӑмсемпе ҫаврӑнкалама, урасене ҫеҫ мар, алӑсене те тӗрӗслемеллине аса илнĕ.

Ӑмӑрту "Лыжня России-2023"спорт уявне уҫнӑ ятпа пуҫланнă. Физкультура енӗпе ӗҫлекен инструктор ӑмӑртӑва хутшӑнакансене хатӗрри ҫинчен пӗлтернӗ. Пурте "Старта, итлӗр, марш!»  командӑна чӑтӑмсӑр кӗтнĕ.

Ачасем хӑйсен вӑйне шаннине туйса дистанцие ҫӑмӑллӑнах ҫӗнтернĕ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри "Умка" ача сачĕн социаллă сетьри страницинчен.

Йӗлтӗрпе чупасси Пишпÿлекри "Умка" ача садӗнче йӑла пулса тӑнă
Йӗлтӗрпе чупасси Пишпÿлекри "Умка" ача садӗнче йӑла пулса тӑнă
Йӗлтӗрпе чупасси Пишпÿлекри "Умка" ача садӗнче йӑла пулса тӑнă
Йӗлтӗрпе чупасси Пишпÿлекри "Умка" ача садӗнче йӑла пулса тӑнă
Йӗлтӗрпе чупасси Пишпÿлекри "Умка" ача садӗнче йӑла пулса тӑнă
Йӗлтӗрпе чупасси Пишпÿлекри "Умка" ача садӗнче йӑла пулса тӑнă
Йӗлтӗрпе чупасси Пишпÿлекри "Умка" ача садӗнче йӑла пулса тӑнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: