Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СПОРТ
20 Нарӑсӑн 2023, 15:57

Ача садĕнче шахмат турнирĕ иртнĕ

Ачасем Хисеп хучĕсемпе тутлӑ призсем илнĕ.

Ача садĕнче шахмат турнирĕ иртнĕ
Ача садĕнче шахмат турнирĕ иртнĕ

Пишпÿлекри "Умка" ача сачӗн шкулчченхи ушкӑнсенче "Шахмат королевствинче" хушма пӗлӳ пӗрлешӗвне ҫӳрекенсем хушшинче "Шах тата мат-2023" хӗллехи турнир иртнӗ. Ăмӑртакансем тупăшнӑ май шахматла выляни ҫӑмӑл маррине кӑтартса панă. Вӑйӑ пысӑк кӑсӑк иртнĕ, çĕнтерес кăмăла хытатнă. Иртнӗ вӑйӑ пĕтĕмлетĕвĕсем тӑрӑх, чи лайӑххисене палӑртнӑ:1-мĕш вырăн - Ирина Андреева, 2-мĕш вырӑн - Владлен Васильев, 3-мĕш вырăн - Софья Юженинова. "Ҫӗнтерме ăнтăлнăшăн" номинацие Камиль Харрасов, Артем Сергеев тата Азалия Григорьева илнĕ. Хутшӑнакансене пурне те малашлӑхра ӑнӑҫу суннă. Ачасем Хисеп хучĕсемпе тутлӑ призсем илнĕ.

Турнир йĕркелÿçи, пӗрлешӳ ертӳҫи Резеда Халимовна Хисамова пулнă.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри "Умка" ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.

Ача садĕнче шахмат турнирĕ иртнĕ
Ача садĕнче шахмат турнирĕ иртнĕ
Ача садĕнче шахмат турнирĕ иртнĕ
Ача садĕнче шахмат турнирĕ иртнĕ
Ача садĕнче шахмат турнирĕ иртнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: