Çутă çул
+21 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СПОРТ
20 Нарӑсӑн 2023, 11:53

Шайбӑпа хоккей турнирӗ иртнĕ

Турнир пĕтĕмлетĕвĕпе пӗрремӗш вырӑна Аит ялĕн команди йышӑннӑ.

Шайбӑпа хоккей турнирӗ иртнĕ
Шайбӑпа хоккей турнирӗ иртнĕ

Февралӗн 18-мӗшӗнче Демскинчи хоккей коробкинче 2011 ҫулта çуралнă тата çамрӑкрах ачасем хушшинче шайбӑпа хоккей турнирӗ, Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçин кунне халалланӑскер, иртнӗ. Ӑмӑртӑва виçĕ команда хутшӑннă: Аит ялӗнчи команда, Пишпÿлекпе Демскин пĕрлештернĕ команди, Мияки районӗнчи Качеганово ялĕн команди.

Пишпÿлек район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Артур Мухлисович Зарипов, Пишпÿлек районӗнчи хоккей федерацийӗн президенчӗ Рим Гадельшин тата Дема ял совечӗн пуҫлӑхӗ Сергей Ходак хутшӑнакансене саламлӑ сӑмах каланă. Турнир пĕтĕмлетĕвĕпе пӗрремӗш вырӑна Аит ялĕн команди йышӑннӑ, Пишпÿлекпе демскисен пĕрлештернĕ команди иккӗмӗш вырăнта, Качеганово ялĕн команди виççĕмĕш вырӑн йышăннă. Ҫӗнтерӳҫӗпе призерсем грамотӑсемпе медальсем илнĕ, унтан Демскинчи вӑтам шкулта тутлă апатпа апатланнă.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.

Шайбӑпа хоккей турнирӗ иртнĕ
Шайбӑпа хоккей турнирӗ иртнĕ
Шайбӑпа хоккей турнирӗ иртнĕ
Шайбӑпа хоккей турнирӗ иртнĕ
Шайбӑпа хоккей турнирӗ иртнĕ
Шайбӑпа хоккей турнирӗ иртнĕ
Шайбӑпа хоккей турнирӗ иртнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: