Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СПОРТ
6 Мартӑн 2023, 14:07

Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкул команди зонӑри ӑмӑртусенче выляма тивӗҫнӗ

Пишпÿлек районӗнчи ачасем хушшинче мини-лапта ӑмӑртӑвӗ иртнӗ.

Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкул команди зонӑри ӑмӑртусенче выляма тивӗҫнӗ
Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкул команди зонӑри ӑмӑртусенче выляма тивӗҫнӗ

Лапта — вырӑс халӑх команднӑй вӑййи, мечӗкпе тата битăпа. Ҫак илӗртӳллӗ вӑйӑ ҫинчен малтанхи хут асӑннисем авалхи вырӑс ҫырулӑхӗн палӑкӗсенче тӗл пулаҫҫӗ. Мечӗксемпе битăсене Новгородра XIV ӗмӗр сийӗсене чавнӑ чухне тупнӑ. Ҫапла вара, лаптана 700 ҫултан кая мар!

Пишпÿлек районӗнчи ачасем хушшинче мини-лапта ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Кӗрешӳре Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкул команди (А.Г. Васильев ертсе пынипе) пӗрремӗш вырӑн йышӑннă. Команда шутĕнче Савелий Егоров, Максим Иванов, Артем Ракипов, Валерий Михайлов, Геннадий Степанов, Андрей Герман, Никита Саватнеев тата Данила Арсланов. Халĕ вĕсем зонӑри ӑмӑртусенче выляма тивӗҫнӗ. Ачасене пурне те пысӑк тав! Ӑмӑртусен зонӑри тапхӑрӗнче ӑнӑҫу сунатпӑр!

#бижбуляк2школа

Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.

Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкул команди зонӑри ӑмӑртусенче выляма тивӗҫнӗ
Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкул команди зонӑри ӑмӑртусенче выляма тивӗҫнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: