Çутă çул
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СПОРТ
3 Апрелӗн 2023, 11:12

Ишевçĕсем разряд нормативӗсене пурнӑҫланă

Призерсемпе ҫӗнтерӳҫӗсене грамотӑсемпе, медальсемпе наградӑланӑ.

Ишевçĕсем разряд нормативӗсене пурнӑҫланă
Ишевçĕсем разряд нормативӗсене пурнӑҫланă

Апрелӗн 1-мӗшӗнче Пишпÿлекри "Парус" спорт шкулӗнче 2010-2011, 2012-2013, 2014-2015 тата 2016 çулсенче çуралнă ачасем хушшинче "Спинист кунӗ" ишес енӗпе первенство иртнĕ.

Ӑмӑртусене хутшӑнакансене район администраци пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе кадрсем енӗпе ӗҫлекен заместителӗ А.А. Данилов тата "Парус" спорт шкулӗн директорӗ Л.О. Агеев саламлӑ сӑмах тухса каланă.

Унта хутшӑнакансем хаваслӑ та ырӑ кӑмӑллӑ пулнӑ. Ачасем хӑйсен вӑхӑтне лайӑхлатма, разряд нормативӗсене пурнӑҫлама пултарнă.

Призерсемпе ҫӗнтерӳҫӗсене грамотӑсемпе, медальсемпе наградӑланӑ.

Хутшӑнакансемпе призерсене пурне те саламлатпӑр. Малашнехи ҫитӗнӳсем, ҫӑмӑл шыв тата хӑвӑрт секундсем сунатпӑр.

#СпортНормаЖизни
#РеспубликаБашкортостан
#Спортивнаяшколапарус
#100летМинспорт
#Плавание
#Бижбуляк

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри "Парус" спорт шкулӗн социаллă сетьри страницинчен.

 

 

Ишевçĕсем разряд нормативӗсене пурнӑҫланă
Ишевçĕсем разряд нормативӗсене пурнӑҫланă
Ишевçĕсем разряд нормативӗсене пурнӑҫланă
Ишевçĕсем разряд нормативӗсене пурнӑҫланă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: