Çутă çул
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СПОРТ
5 Апрелӗн 2023, 12:57

"Бизнес-спринт" проект шайӗнче Пушкӑрта 1 миллиард ытла тенкӗ явӑҫтарнӑ

Тĕплĕнрех - сайтра.

"Бизнес-спринт" проект шайӗнче Пушкӑрта 1 миллиард ытла тенкӗ явӑҫтарнӑ
"Бизнес-спринт" проект шайӗнче Пушкӑрта 1 миллиард ытла тенкӗ явӑҫтарнӑ

Февралӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа мартăн 1-мӗшӗччен Мускавра пӗтӗм тӗнчери "Раҫҫей—спорт держави" спорт форумӗн эгиди ҫывӑхӗнче пӗтӗм тӗнчери конгреспа выставка мероприятийӗ "Эпир пӗрле. Спорт" шайӗнче"Бизнес спринт (Эпӗ спорт суйлатӑп)  шайӗнче патшалӑхпа уйрӑм ӗҫтешлӗхӗн пӗрремӗш клиентлӑ концессиллӗ килӗшӗвӗсене алӑ пуснӑ.

"2022 ҫулта спорт отрасльне укҫа-тенкӗ уйӑрма 7 миллиард тенкӗ янӑ. "Бизнес-спринт" проект шайӗнче эпир тăватă спорт объекчӗ тума 1 миллиард ытла тенкӗ явӑҫтартӑмӑр. Ку Раҫҫейри чи лайӑх кӑтартусенчен пӗри", - палӑртнă Пушкӑрт Республикин премьер-министрĕ Андрей Назаров.

Сӑмахран, федераци бюджетӗнчен 748 млн тенкӗ пирӗн республика "Бизнес-спринт" проект енӗпе ҫӗнӗ спорт объекчӗсем тума илӗ. Вӑл патшалӑхпа уйрӑм ҫынсен ӗҫтешлӗхне - строительствӑна 150 миллион тенкӗ ытла инвестор хывӗҫ тата танлашакан суммӑна республика бюджетне хушӗ.

Федераци укҫи-тенки пулӑшнипе ҫурт-йӗр туса лартӗç:

- Уфа хулинче — Демӑри "Мед" универсаллӑ спорт комплексӗ;

- Нефтекамск хулинче — ишмелли бассейнлӑ тата вылямалли заллӑ спорт центрӗ;

- ҫавӑн пекех Уфа хулинче – икĕ физкультурӑпа сывлӑх комплексӗ.

Палӑртса хӑвармалла, 2022 ҫулта "Бизнес-спринт (Эпӗ спорт суйлатӑп) федераци проекчӗн шайӗнче Стерлитамак хулинче нумай функциллӗ "ӑслӑ" спорт площадкине палӑртнӑ, Уфа хулинче ҫур ҫулта монтажа вӗҫлеме палӑртнӑ. Баймакри "Труд" стадиона тӗпрен юсанӑ. Çичĕ ГТО площадки вырнаҫтарнӑ.

Унсӑр пуҫне республикӑра "Ял тренерӗ" проект ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланать.

- Ҫак проекта пула эпир ялти 104 тренера 600 пин тенкӗ тӳлевпе пулăшрӑмӑр. Кӑҫалтан пуҫласа тӳлев 1 миллион тенкӗ пулать, - палӑртнă Андрей Назаров.

https://pravitelstvorb.ru/news/20563/

 

 

"Бизнес-спринт" проект шайӗнче Пушкӑрта 1 миллиард ытла тенкӗ явӑҫтарнӑ
"Бизнес-спринт" проект шайӗнче Пушкӑрта 1 миллиард ытла тенкӗ явӑҫтарнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: