Çутă çул
+29 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
СПОРТ
2 Майӑн 2023, 10:14

Путин ЦСКАна 100 ҫул тултарнӑ ятпа саламланă

#владимирпутин

Путин ЦСКАна 100 ҫул тултарнӑ ятпа саламланă
Путин ЦСКАна 100 ҫул тултарнӑ ятпа саламланă

#владимирпутин

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин çарăн тӗп спорт клубӗн (ЦСКА) коллективӗпе ветеранӗсене 100 ҫул тултарнӑ ятпа саламланă. Тивӗҫлӗ телеграммӑна Кремль сайчӗ ҫинче шӑматкун, апрелӗн 29-мӗшӗнче пичетлесе кӑларнӑ.

Патшалӑх Пуҫлӑхӗ спорт клубӗн историйӗ аслӑ ҫитӗнӳсен хамăр çĕршыври спорта аталантарассипе, наци тата тӗнче ӑмӑртӑвӗсенче атлетсен ҫӗнтерӗвӗсемпе ҫирӗп ҫыхӑнса тӑнине палӑртнӑ.

"Паян эпир "армейецсене" — тӑван клуба хӑйсен профессиллӗ, пурнӑҫ ҫулне халаллакансене, суйланӑ ӗҫе тӳрӗ те кӑмӑлпа туса пыракансене - чыслатпӑр. Пирӗн вӑхӑтра та ЦСКА представителӗсем — Раҫҫей тата тӗнче спорчӗн малти вырӑн йышӗнче пулни савӑнтарать", - тенӗ пӗлтерӳре.

Путин "спортсменсен хатӗрленӗвне, ҫирӗплӗхне, характерне тата ирӗкне", ҫавӑн пекех спортри тӗрлӗ тӗссемпе ӑмӑртакансене хирӗҫ конкуренци пултарулӑхне палӑртнă.

https://iz.ru/1506045/2023-04-29/putin-pozdravil-tcska-so-100-letiem

 

Сӑнӳкерчӗкĕ: Известия/Андрей Эрштрем.

 

 

 

Путин ЦСКАна 100 ҫул тултарнӑ ятпа саламланă
Путин ЦСКАна 100 ҫул тултарнӑ ятпа саламланă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: