Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СПОРТ
11 Майӑн 2023, 10:55

Пушкӑртстанра "Раҫҫей-Беларусь" шкул спорчӗн Пӗтӗм тӗнчери фестивалӗ иртет

Ӑмӑртусем пӗр вӑхӑтрах Пушкӑртстанӑн тӗп хулин универсаллӑ спорт площадкисенче иртĕç.

Пушкӑртстанра "Раҫҫей-Беларусь" шкул спорчӗн Пӗтӗм тӗнчери фестивалӗ иртет
Пушкӑртстанра "Раҫҫей-Беларусь" шкул спорчӗн Пӗтӗм тӗнчери фестивалӗ иртет

"Раҫҫей-Беларусь" шкул спорчӗн пӗтӗм тӗнчери фестивалӗ Раҫҫей тата Беларусь регионӗсен Х форумӗн шайӗнче пурнӑҫланать, вӑл Пушкӑрт Республикин тӗп хулинче Уфара 2023 ҫулхи июнӗн 25-мӗшĕнчен пуçласа 29-мӗшӗччен иртет.
Фестивале Раҫҫейпе Беларуçри 372 шкул ачи хутшӑнӗ. Раҫҫейрен командӑсен йышне Луганскпа Донецк халӑх Республикисен, Крым Республикин, Севастополь хулипе Пушкӑрт Республикин представителӗсем кӗрӗҫ.
Ӑмӑртусенче шкул ачисем çичĕ тӗспе спорт медалӗсене выляттарса илĕç.
Ӑмӑртусем пӗр вӑхӑтрах Пушкӑртстанӑн тӗп хулин универсаллӑ спорт площадкисенче иртĕç.
Фестиваль йĕркелÿçисем – Раҫҫей Федерацийӗн Спорт министерстви, совет фигуристки, виҫӗ хут Олимп чемпионки, вунӑ хут тĕнче чемпионки – Ирина Константиновна Роднина, Пушкӑрт Республикин Спорт министерстви пулаççĕ.
https://pravitelstvorb.ru/news/20848/

 

Пушкӑртстанра "Раҫҫей-Беларусь" шкул спорчӗн Пӗтӗм тӗнчери фестивалӗ иртет
Пушкӑртстанра "Раҫҫей-Беларусь" шкул спорчӗн Пӗтӗм тӗнчери фестивалӗ иртет
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: