Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
СПОРТ
12 Июнӗн 2023, 11:32

Путин "Сириусри" пӗрлӗхи кӗрешӳ Академине ҫитсе курнӑ

#владимирпутин

Путин "Сириусри" пӗрлӗхи кӗрешӳ Академине ҫитсе курнӑПутин "Сириусри" пӗрлӗхи кӗрешӳ Академине ҫитсе курнӑ
Путин "Сириусри" пӗрлӗхи кӗрешӳ Академине ҫитсе курнӑ

#владимирпутин

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин эрнекун, июнӗн 9-мӗшӗнче, "Сириусри" пӗрлехи кӗрешӳ Академине ҫитсе курнӑ, унта ҫӗнӗ универсаллӑ спортпа тренировка центрне хакланӑ.

"Ку академи мар, ку кермен!"- тенӗ Академи ҫинчен Президент.

Президент валли юсаса ҫӗнетнӗ спорт центрĕнче "Газпром" правлени председателӗ Алексей Миллер тата Раҫҫей дзюдо Федерацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Соловейчик экскурси ирттернĕ,  пӗлтернӗ Кремль Telegram-каналĕнче.

Реконструкциленӗ универсаллӑ спортпа тренировка центрӗ дзюдопа Раҫҫее пӗрлештермелли тӗп никӗс пулса тӑрать, тенӗ пӗлтерӳре.

"Сириус" федераци территорийӗнче кӗрешӳ Академийӗ 2020 ҫулта "Газпром - ачасене" проект шайӗнче пуҫланнӑ. Академи хӑй вара Раҫҫейри кӗрешмелли чи пысӑк комплекс тата тӗнчере чи пысӑккисенчен пӗри пулса тӑмалла.

https://iz.ru/1526285/2023-06-09/putin-posetil-akademiiu-edinoborstv-v-siriuse

 

Сăнÿкерчĕкĕ: ТАСС/Гавриил Григоров.

 

Путин "Сириусри" пӗрлӗхи кӗрешӳ Академине ҫитсе курнӑ
Путин "Сириусри" пӗрлӗхи кӗрешӳ Академине ҫитсе курнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас