Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СПОРТ
6 Июлӗн 2023, 11:13

Сурдлимпиецсен Ҫуллахи вӑййисенче Пушкӑртра 30 патшалӑх спортсменӗсене кĕтсе илӗҫ

Сурдлимпиецсен вӑййисем июлӗн 23-мӗшӗнчен пуҫласа августӑн 2-мӗшӗччен Уфари 13 спорт объекчӗсенче иртеҫҫӗ.

Сурдлимпиецсен Ҫуллахи вӑййисенче Пушкӑртра 30 патшалӑх спортсменӗсене кĕтсе илӗҫ
Сурдлимпиецсен Ҫуллахи вӑййисенче Пушкӑртра 30 патшалӑх спортсменӗсене кĕтсе илӗҫ

Июлӗн 23-мӗшӗнче Уфара пулакан «Мы вместе. Спорт» Ҫуллахи сурдлимпиецсен вӑййисене 30 ҫӗршыври сурдлимпиецсем хутшӑнĕç. Кун пирки Пушкӑрт Спорт министерствинче пӗлтернӗ.
ПМЭФ-2023 хирĕсенче ирттересси ҫинчен калакан килӗшӗве Раҫҫей спорт министрӗ Олег Матыцин, Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров тата начар илтекенсен спорт Федерацийӗн президенчӗ Дмитрий Ребров алӑ пуснă. Бразилирен, Бахрейнран, Вьетнамран, Иранран, Иракран, Испанирен, Израильрен, Кенирен, Францирен, Турцирен, Филиппинран тата ытти патшалӑхсенчен спортсменсем килӗҫ.

— Сурдлимпиецсен вӑййисем ҫав шутра спортӑн социаллӑ пӗлтерӗшне палӑртма лайӑх майсем пулаҫҫӗ. Спорт кирек мӗнле лару-тӑрура та тӗрлӗ ҫӗршыв представителӗсемпе ҫывӑхланмалли универсаллӑ площадка пулса тӑрать. Пушкӑртстанӑн пысӑк турнирсем ирттермелли опычĕ пысӑк. Раҫҫей Спорт министерствине пулӑшнӑшӑн тав тӑвас тетӗп. Вӑйӑсем ҫӳллӗ шайра иртĕç, пирӗн хӑнасем Пушкӑрт традицийӗсемпе ҫывӑхрах паллашма пултарĕç, - каласа панă Радий Хабиров.

Уфари вӑйӑ операторӗ "РК-Спорт" - Росконгресс Фончӗн спорт платформи. Ӑмӑрту программине 21 дисциплина кӗнӗ. Сурдлимпиецсен вӑййисем июлӗн 23-мӗшӗнчен пуҫласа августӑн 2-мӗшӗччен Уфари 13 спорт объекчӗсенче иртеҫҫӗ.

Сӑнӳкерчӗкĕ: roscongress.org

https://resbash.ru/news/sport/2023-07-05/v-bashkirii-vstretyat-na-letnih-igrah-surdlimpiytsev-sportsmenov-iz-30-gosudarstv-3327936

материалсем тӑрӑх.

https://svetput.ru/news/obshchestvo/2023-07-05/v-bashkirii-na-letnih-igrah-surdlimpiytsev-vstretyat-sportsmenov-iz-30-gosudarstv-3328853

 

Сурдлимпиецсен Ҫуллахи вӑййисенче Пушкӑртра 30 патшалӑх спортсменӗсене кĕтсе илӗҫ
Сурдлимпиецсен Ҫуллахи вӑййисенче Пушкӑртра 30 патшалӑх спортсменӗсене кĕтсе илӗҫ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: