Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СПОРТ
10 Июлӗн 2023, 13:14

"Байгэ" многоборье иртнӗ

Многоборьене хутшӑнакансем тăватă ӑмӑрту иртмелле пулнă.

"Байгэ" многоборье иртнӗ
"Байгэ" многоборье иртнӗ

Пишпÿлекри А. Ахметов ячĕллĕ паркра районти "Бишбалык" гастрономи фестивалӗн кунĕ "Байгэ" многоборье пулса иртнӗ, унта сакăр арҫын хутшӑннӑ. Многоборьене хутшӑнакансем тăватă ӑмӑрту иртмелле пулнă: пӗрене пӑрахасси, пӗрене ҫӗклесси, кустӑрма кустарасси, автомобиле туртасси. Арҫынсем пурте заданисене тивӗҫлӗ те хӑюллӑ пурнӑҫланă.

Ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртнă: 1-мĕш вырӑн - Артур Салимов (Аит ял совечĕ), 2-мĕш вырӑн - Эдуард Григорьев (Пишпÿлек ял совечĕ), 3-меш вырӑн - Роман Вардикян (Пишпÿлек ял совечĕ). Ҫӗнтерӳҫӗсене грамотăсемпе тата хаклӑ парнесемпе наградӑланӑ.

#Байгэ2023
#БишБалык2023
#БижбулякскийРайон
#Бижбуляк

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри çамрăксен «Вектор» центрĕн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/club43415916

 

 

"Байгэ" многоборье иртнӗ
"Байгэ" многоборье иртнӗ
"Байгэ" многоборье иртнӗ
"Байгэ" многоборье иртнӗ
"Байгэ" многоборье иртнӗ
"Байгэ" многоборье иртнӗ
"Байгэ" многоборье иртнӗ
"Байгэ" многоборье иртнӗ
"Байгэ" многоборье иртнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: