+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Кистенлĕпуçĕнчи ял клубӗн "Ай, эпир!" савӑнӑҫлӑ стартсен программи самаях тулăх пулнă. Хутшӑнакансене мечӗксемлĕ, кегльсемлĕ, кӑшӑлсемлĕ эстафетӑсем, спорт, ӑс-тӑн, хӑнӑху кӑтартма пултаракан интереслӗ конкурссем сӗннĕ. Ачасем хӑвӑртлӑхра, ҫаврӑнӑҫулӑхра, командӑра ӗҫлеме пӗлнинче ӑмӑртнă. Спорт хастарлӑхӗпе хӑйсен команди валли ҫӗнтерӳ тӑвас кӑмӑл ачасене ҫав тери ҫавӑрса илнӗ, вӗсем таврара мӗн пулса иртнине те асӑрхаман.
#ДвороваяПлощадка2023
#ДетскийОтдых
#Кистенли-ИвановскийСК
Сăнÿкерчĕкĕсем: Кистенлĕпуçĕнчи ял клубӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club114831475